Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Асфальт çинчи пăр çул çÿрекенсемшĕн хăрушă

23 Кăрлач, 2023

Çĕнĕ çула тин çеç кĕтсе илтĕмĕр пек, анчах çулталăкăн пĕрремĕш уйăхĕ вĕçленсе те пырать. Кунсем хăвăрт иртеççĕ, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура çакăн çинчен каланă май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçламалли çинчен аса илттерчĕ: «Кайран паттăрлăх кăтартса ĕçлемелле ан пултăр — пĕтĕмпех планпа пăхнипе килĕшӳллĕн пурнăçламалла...» Асăрхаттару ăнсăртран мар — хушнине тӳрре кăларман тĕслĕхсем пур.

Малтанах хĕллехи тапхăрта çулсене пăхса-тасатса тăрас ыйтăва тишкерчĕç. Транспорт министрĕ Владимир Осипов палăртнă тăрăх, пăрлă çумăр çунă, унтан тăруках шăнтнă май чылай çĕрте асфальт хулăн пăрпа витĕннĕ. Ку, паллах, çул çӳрев хăрушсăрлăхне тӳррĕнех пырса тивет — аварисем пулаççĕ. Çак условисенче çулсене тасатма хальччен усă курнă мелсем çителĕксĕр. Хăйăрпа тăварăн 20 процентлă концентрациллĕ хутăшĕ пăра ирĕлтереймест. Çийĕнчен тĕрĕслев ирттернĕ те — вырăнти çулсем çинче усă куракан çав хутăш концентрацийĕ 5-6% шайĕнче кăна пулни палăрнă: «Кунашкал хутăшпа ĕçлеме юрамасть». Министерство концентрацие 50 процент таранах пысăклатма сĕнет — унсăрăн пăра ирĕлтереймĕн.

Хăш-пĕр çĕрте вара чулăн вĕтĕ тĕпренчĕкне сапни вырăнлă — çул шуçлакĕнчен урăхла майпа хăтăлаймăн. Автоçулсен хĕррисене тасатас тĕлĕшпе те министерство çĕнĕлле ĕçлеме сĕнет. Вĕсем те хытса ларнă. Çавăнпа «шăллă» кĕреçеллĕ грейдерсемпе ĕçлемелле, кайран каллех хăйăрпа тăвар хутăшĕ сапмалла — çапла «кăпкалатнă» хыççăн тин юрпа пăра хырса илме пулать. Владимир Михайлович кăçал çулсене пăхса тăмашкăн пĕлтĕрхинчен 200 миллион тенкĕ нумайрах уйăрнине аса илтерчĕ, çавăнпа, ун шучĕпе, подрядчиксенчен те ытларах ыйтма — хайхи тухăçлăрах технологисемпе ĕçлемешкĕн хистеме — май пур.

Çул-йĕре пăхса тăракан организацисен представителĕсем валли çак кунсенче хăйне евĕр семинар ирттерме те палăртнă. Теорие вĕрентнипе кăна çырлахасшăн мар, çул çине тухсах хайхи çĕнĕ технологисемпе мĕнле усă курмаллине кăтартасшăн. Çакă паллах, вырăнлă, хĕл варри урлă кăна каçрăмăр-ха — районсенчи çулсене хупланă пăр çуркунне çитсен ирĕлсе кайĕ теме иртерех.

Ыйту çивĕчлĕхне Олег Николаев та палăртрĕ. Граждансенчен Региона ертсе пыракан центра та нумай ыйту килет. Шупашкарта, Етĕрне, Канаш округĕсенче, ытти çĕрте çулсем пăрпа витĕнни çинчен пĕлтереççĕ. Çавăнпа, ун шучĕпе, хальчченхи пек ĕçлеме юрамасть. Çул-йĕре пăхса тăракан подрядчиксемпе ĕçлессине те «тӳрлетме» тивет. Вăл е ку çул сыпăкне тасатса тăма пĕртен-пĕр бульдозерлă предпринимателе кăна шанни тӳрре тухманни куçкĕрет. Паллах, вĕсене хистеме, ятлама пулать, анчах, куратпăр, хулăн та хытă пăрпа витĕннĕ çулсене бульдозерпа кăна усă курса тасатаймăн. Тен, подрядчиксен вăйĕсене пĕрлештермелле, тен, хăшĕсемпе контрактсене татма та тивĕ? Вăл Транспорт министерствине çак ыйтусем тавра шухăшласа пăхма сĕнчĕ.

Муниципалитетсен инвестици профилĕсене хатĕрлес ыйтупа экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Пысăк ĕç пурнăçланă — кашни муниципалитет тата хула округĕн профильне çирĕплетнĕ. Сăмах май, Чăваш Ен — çĕршыври çак ĕçе пурнăçланă пĕртен-пĕр регион. Профильсене хатĕрленĕ май ку ĕçе анлă йыша, çав шутра предпринимательсене явăçтарнă, вырăнсенчи влаçсем инвесторсемпе мĕнле ĕçленине те тишкернĕ. Дмитрий Иванович пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе ĕçе чи лайăх йĕркелени — Патăрьел округĕ. Хуласене илес тĕк — инвесторсене Шупашкарта кӳрентермеççĕ.

Министр муниципалитетсен администрацийĕсен бизнес-идея нумаййине палăртрĕ. Вĕсене тӳрре кăларни районсемпе хуласенче çĕнĕ производствăсем, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшмалла. Анчах нумайăшĕ республикăн 2035 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегине кĕмен, çавăнпа вăл стратегие çĕнетме сĕнчĕ.
Олег Николаева муниципалитетсем инвестицисене илĕртес енĕпе мĕнле ĕçлени тивĕçтермест. Вăл иккĕленмест: инвестици профилĕ вĕсемшĕн инвестицисен калăпăшне ӳстермелли никĕс пулса тăмалла. Вырăнсенчи пуçлăхсене Олег Николаев хăйсен ĕçне хакласа тĕпрен çĕнетмелли пирки асăрхаттарчĕ. Кашни хула, округ ку енĕпе мĕнле ĕçленине çывăх вăхăтра тĕплĕн хаклама май пулĕ. «Стратеги сессийĕ-и е семинар-и — ячĕ пĕлтерĕшлĕ мар. Кашни муниципалитет хăйĕн çак ĕçĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштартăр», — терĕ вăл. Кашни муниципалитет ертӳлĕхĕн доклачĕ валли вăл 20-шер минут уйăрма сĕнчĕ. Эппин, докладсем кăна 9 сехет патнелле йышăнĕç — сесси 10-11 сехетех тăсăлĕ. Çавăнпа калаçăва шăматкун йĕркелени вырăнлă. Вăл е ку муниципалитет тĕллевĕсемпе кӳршисем те паллашни, Олег Алексеевич шучĕпе, вĕсем инвестицисем енĕпе пĕрле ĕçлес тĕлĕшпе те усăллă пулма пултарĕ.

www.hypar.ru



Хыпар
24 января 2023
10:51
Поделиться