Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Тĕплĕ юсав пырать

Чăваш Ен тĕп хулинчи аэропортра тĕп юсав ĕçĕсем туллин пурнăçланаççĕ. «Пысăк калăпăшлă çак ĕçе пурнăçлама çăмăл пулмарĕ, проект çирĕплетме те чылай вăхăт иртрĕ. Ку аэропорт хăрушă объектсен шутне кĕнипе çыхăннă», – терĕ Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Осипов тимĕр кайăксем вĕçсе килекен вокзалта. Шупашкарти аэропорта иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенчех хута янă. Объект кивелнĕ, юхăннă. Николай Чихин аэропортра реконструкци пуçланнăранпах ĕçлет. НИКОЛАЙ ЧИХИН: «Шăтăкне чаврăмăр фундамент валли. Ун хыççăн никĕсне тума пуçларăмăр. Эпир кунта арматурине çыхатпăр. Кайран опалубкисене тикĕслесе лайăх йĕркеллĕ туса лартатпăр. Кайран бетонпа яратпăр». Бетон хытнă хыççăн ĕçсем малалла пыраççĕ. «Чи кирли – никĕсрен тухасси», – тет Николай Чихин. Çанталăк сивĕтиччен ку ĕçсене вĕçлемелле, кайран урай сармалла тет ентешĕмĕр. Аэропортăн икĕ енче те хĕрӳ ĕç пырать. Сăмахран, кунта лифт тата картлашка валли никĕс хываççĕ. Çак енчех пирĕн паллă ентешĕн, Совет союзĕн икĕ хут паттăрĕн, виççĕмĕш космонавтăн Андриян Николаевăн сăнĕ пулĕ. 1979 çулта аэропорт талăкне 2500 çын йышăннă пулсан реконструкци хыççăн пĕр сехетре кунтан 200 çын тухĕ. СВЕТЛАНА ДЕНИСОВА: «Аэропорт кăçал 400 000 çын йышăннă. Ун пекки аэропорт историйĕнче нихăçан та пулман. Реконструкци вĕçленсен Шупашкар аэропорчĕ 500 000 çынран пуçласа 800 000 таран йышăнма пултарать». Ĕçсем контрактпа килĕшӳллĕн пыраççĕ. Паянхи куна çуртăн колоннисене тата конструкцисене çирĕплетнĕ. Ĕçсен 80 процентне пурнăçланă. Аэровокзал лаптăкĕ çĕнетнĕ хыççăн пин çурăран пиллĕк пин çурă тăваткал метра çитĕ. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Чăваш Ен тĕп хулинчи аэропортра виççĕмĕш уйăх реконструкци пырать. Тĕплĕ юсав ĕçĕсем хальлĕхе иккĕмĕш хутра тата аэропорт тулашĕнче пыраççĕ. Реконструкцие пăхмасăр аэропорт пĕр кун та ĕçлеме чарăнман. 2022 çулталăк вĕçĕнче Шупашкарта та тĕнче шайĕнчи аэропорт пулĕ».

Алексей Зотиков, Павел Иритков



НТРК "Чувашия"
12 ноября 2021
08:40
Поделиться