Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Çут çанталăк газĕ çине куçараççĕ

3 Авăн, 2020

Чăваш Енре транспорта газ оборудованийĕ çине куçарнăшăн субсиди пама пуçланă: тăкаксен 90 яхăн процентне саплаштараççĕ.

Çăмăллăхпа пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем, граждансем усă курма пултараççĕ. Автомашина хуçисем бюджетран субсиди илнисĕр пуçне топливо карттине те тивĕçеççĕ. Унпа заправкăсенче газа çур хакпа туянма пулать.

«Хальхи вăхăтра газ оборудованийĕ вырнаçтарма пултаракан пунктсен реестрне хатĕрлетпĕр, — терĕ ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ Юрий Арлашкин. — Вĕсем клиентсене çăмăллăхсем парĕç. Çавна май пулакан тăкаксене бюджетран саплаштарĕç».

Сăмах май, хальлĕхе ултă сервис станцине реестра кĕртнĕ. Вĕсем ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Çĕнĕ программăпа килĕшӳллĕн пĕр автомашина çине оборудовани вырнаçтарнă. Çулталăк вĕçлениччен пурĕ 300 автомобиле çут çанталăк газĕ çине куçарма палăртнă.

www.hypar.ru 



Хыпар