Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Кĕпер сиенленнĕ

Кĕпер сиенленнĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав районĕнчи Сăр юханшывĕ урлă хывнă кĕпер çинчи çулçÿреве мĕнле йĕркеленине хăй тĕрĕслесе тăрать.

Çак каçă утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче сиенленнĕ — кĕперĕн çыран çине тĕревленекен плитин пĕр пайĕ арканнă. Çавна май яваплă ведомствăсен вăйĕпе кĕпер урлă хăрах енĕпе каçассине йĕркеленĕ. Авари паллисем лартнă, тивĕçлĕ службăсем çĕрле те дежурствăра тăраççĕ. Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн 10 тоннăран йывăртарах транспорт хатĕрĕсене кĕпер урлă каçма чарнă.



"Хыпар"
21 июля 2016
15:43
Поделиться
;