Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

"Новости", Нацрадио"Чаваш Ен"

Юсав ĕçĕсене ирттернĕ май, Шупашкарти Воробьев Композиторсен урамне пÿлсе хунă. Паянтан пуçласа авăн уйăхĕн 18-мĕшĕччен çак çулпа автомобильсене çÿреме чарнă. Троллейбуссемпе маршрут автобусĕсем кăна çак чарăва пăхăнмаççĕ. Автомобиль водителĕсене вара тавра çулсемпе çÿреме сĕнеççĕ – Президент бульварĕпе, Дзержински, Ярославски, Калинин, Константин Иванов урамĕсемпе тата Шупашкарти кÿлемĕш дамбипе усă курма сĕнеççĕ. Çавăн пекех паянтан пуçласа авăн уйăхĕн 18-мĕшĕччен Аркадий Гайдар урамĕ Зоя Яковлева урамĕпе хĕресленнĕ вырăнтан пуçласа 7-мĕш çуртччен çулсене пÿлсе хунă.

 



"Чаваш Ен"
04 сентября 2014
19:06
Поделиться
;