Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

"Новости", Нацрадио"Чаваш Ен"

Республикăра çул çинчи аварисенче пурнăçран уйрăлакансен шучĕ ÿснĕ. Кăçал кăна аварисенче 157 çын пурнăçĕ татăлнă, юлашки 3 çулхи кăтартусемпе танлаштарсан, ытларах. Инспекторсем палăртнă тăрăх, хăш-пĕр районсенчи çулсем çинче çул-йĕр паллисене тĕрĕс мар вырнаçтарнă чух йĕркене пăсни те тĕл пулать. Правительство Çуртĕнче иртнĕ ларура паян республикăри çулсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси еплерех пулнине сÿтсе яврĕç. Çулсем çинчи лару-тăрупа çул – йĕр çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Олег Федоров паллаштарчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланипе пĕрлех шăпăрлансемпе çыхăннă пăтăрмахсем сиксе тухас хăрушлăх ÿсет. Ытларах чухне 7 çултан пуçласа 11 çула çитмен ачасем инкеке çакланаççĕ. Çавăн пекех инспекторсем палăртнă тăрăх, аварисем ытларах каçхи 5 сехетрен пуçласа 7 сехетччен пулаççĕ. Çавăнпа та çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем çул çинче тимлĕрех пулма, ашшĕ-амăшне ачисене асăрхаттарса тăма ыйтаççĕ.



"Чаваш Ен"
03 сентября 2014
19:09
Поделиться
;