Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Воробьев композиторсен урамне хупмалл

Вăхăтлăха. Çывăх вăхăтра «Чăвашавтодор» предприяти Воробьев композиторсен урамне юсаса çĕнетме тытăнмалла. Çавна пула троллейбуссемсĕр пуçне ытти мĕнпур транспорта унтан çӳретме чарĕç. Машинăсем нумайланса пынине пула çав вырăнпа иртсе çӳреме йывăррине кура çула сарма йышăннине хула влаçĕсем ăнланма чĕнсе калаççĕ. Ăçтан каяссине çула тухичченех палăртма хушаççĕ.

Çула юсаса çĕнетнĕ хыççăн унăн сарлакăшĕ тăватă йĕртен пиллĕке çити сарăлĕ. Унччен вăл 14 метр сарлакăш пулнă тăк ӳлĕмрен 17,5 метра çитĕ.

Çул пахалăхне ӳстерес тесе геоçетка хурса хăварĕç. Çиелти сие чăтăмлă асфальтпа бетонтан тăвĕç

Таисия Ташней http://www.chuvash.org/news/6277.html 



"Чаваш халах сайче"
11 июля 2014
10:26
Поделиться