Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Пĕчĕк автобуссен - хăйсен вырăнĕ

Шупашкар хула влаçĕсем маршрут автобусĕсене вĕсен водителĕсем каçпа ăçта лартнине тĕрĕсленĕ. Ятарлă вырăна илсе кайса çӳремеççĕ иккен, хăйсем пурăнакан картишре чарăнаççĕ. Хулан Кăнтăр районĕнче кăна 20 автобус (ăнланнă тăрăх, сăмах ГАЗельсемпе çавăн йышши ытти маркăллă пĕчĕк автобуссем пирки пырать) асăрханă. Вĕсен хушшинче хулари маршрутсемпе çӳрекеннисем те тупăннă, хулаçум маршрутпа турттараканнисем те. Ку фактпа протоколсем çырнă, айăплисене административлă майпа явап тыттарма шантараççĕ. Шупашкар влаçĕсем хулан ытти районне те çитсе тĕрĕслессине пĕлтереççĕ.

Сăмах май, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене юсанă май Ленин районĕнче кăна 206 машина вырăнлăх парковка туса хунă. Пĕтĕмпе кăçал унта 610 машинăлăх вырăн йĕркелесшĕн. Çапах та пĕчĕк автобуссен хуçисен уншăн савăнма кирлĕ мар – вĕсен хăйсен транспортне ятарлă стоянкăна лартмалла. Таисися Ташней 

http://www.chuvash.org/news/6276.html 



"Чаваш халах сайче"
11 июля 2014
10:24
Поделиться