Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

"Новости"

«Республикăра çул çинчи аварисен шучĕ ÿснĕ. Кăçалхи 5 уйăхра çул çинчи 600-а яхăн пăтăрмахра 79 çын пурнăçĕ татăлнă тата 703-шĕ аманнă. Водительсем пысăк хăвăртлăхпа çÿренĕрен тăтăшах машинăсем çаврăнса ÿкеççĕ. Çавăн пекех ÿсĕрле руль умне ларакансен шучĕ те çав тери пысăк. Çуллахи кунсем çитнĕ май, икĕ урапаллă транспортпа, мотоциклсемпе тата скутерсемпе, çÿрекенсен айăпĕпе пулнă аварисем нумайланнă. Аварисен шучĕ уйрăмах 8 районта ÿснĕ»,_ пĕлтерчĕ Чăваш Енри çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Геннадий Чурбанов Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура. Вĕрентÿ министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева палăртнă тăрăх, шкул автобусĕсемпе çыхăннă пăтăрмахсем сиксе ан тухччăр тесе вĕрентÿ учрежденийĕсен транспортне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Çулсерен шкул автобусĕсене çĕнетеççĕ. Кăçал 2006-мĕш çулта хута янă автобуссене улăштарма тĕллев лартнă»,_ пĕлтерчĕ Надежда Дмитриева.

 



"Чаваш Ен"
16 июня 2014
20:27
Поделиться
;