Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Шупашкартан Турцие - самолетпа "Хыпар"

Ĕнер Шупашкарти аэропортра пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш авиарейс уçăлнă - 220 çын Airbus /А 321/ самолетпа Анталья хулине çула тухнă.

ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкартан самолетсем Турцие вĕçме тытăнасси çинчен республикăра пурăнакансене пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.

Çĕртме-юпа уйăхĕсенче Airbus Антальяна расписанипе килĕшÿллĕн эрнере пĕрре вĕçет. Мускав вăхăчĕпе 15 сехет çурăра сывлăша çĕкленет, курорт-хулана вырăнти вăхăтпа 19 сехет çурăра çитет. Каялла 8 сехет çурăра ?вырăнти вăхăт% çула тухать, 12 сехет çурăра /Мускав вăхăчĕ/ Шупашкарти аэропорта анса ларать.

Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче авиарейс Сургут хулине те çĕнĕрен уçăлать. И.Анисимоваhttp://www.hypar.ru/cv/shupashkartan-turcie-samoletpa   



"Хыпар"
30 мая 2014
10:46
Поделиться
;