Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Карттăна пайăрлама ан манăр

Кăçалхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен автобус-троллейбуспа çул çÿренĕ чух патшалăх çăмăллăхĕпе усă куракан пассажирсен /Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен, тыл ĕçченĕсен, инвалидсен, Чернобыль АЭСĕнчи инкек юлашкине пĕтерме хутшăннисен, ытти хăш-пĕр категорин/ электрон карттине пайăрлас - çăмăллăхçă хушаматне, ятне, ашшĕн ятне, билет номерне ун çине çыртарас, сăн ÿкерчĕк ларттарас - ĕç пырать.

«Çул çÿренĕшĕн электрон билетпа татăлма май туса паракан «Транспортăн пĕрлехи картти» обществăран пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун тĕлне патшалăх çăмăллăхĕпе усă куракан граждансен аллинче 60 пин карттă шутланать. Çынсем 40-45 пинĕпе çул çÿренĕшĕн татăлаççĕ, - пĕлтерчĕ ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин специалисчĕ Артем Пилкин. - Хальлĕхе 23 пин карттăна çеç пайăрланă. Министерство ячĕпе çăмăллăхçăсене ку ĕçе палăртнă вăхăтра хутшăнма - асăннă обществăн электрон билет сутмалли тата унăн номерĕпе укçа хывмалли пункчĕсене çитме - чĕнсе калатăп. Вĕсем 8-18 сехетсенче куллен /вырсарни кунсăр пуçне/ ĕçлеççĕ. Карта илме сăн ÿкерчĕк /3х4 см/, патшалăх çăмăллăхĕпе усă курма май туса панине çирĕплетекен документ, вăхăтлăх электрон çул çÿрев билечĕ /малтан илнĕ тĕк/ тăратмалла.

Çăмăллăхçăсем пунктсенче пулнă хыççăн икĕ эрнере, утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен, карттăсене пайăрлаççĕ. Пунктсен Шупашкарти адресĕ: Мускав пр., 41/1* Вокзал çумĕн ур., 1 «а» тата «в»* Гагарин ур., 20* М.Горький ур., 20 «а», Элмен ур, 7. Çĕнĕ Шупашкар: Семенов ур., 57. Ăнланман ыйтусене «Транспортăн пĕрлехи картти» обществăна 36-33-30 тата 36-03-30 номерсемпе телефонпа шăнкăравласа уçăмлатăр».

Общество районсенче карттăсене утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен пайăрласа пĕтерме тĕллев лартнă. Унăн специалисчĕсем ку ĕçе пурнăçлама вырăна çитĕç.



"Хыпар"
21 мая 2014
17:28
Поделиться
;