Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Хулара: Мускав кĕперне юсама тытăннă

Шупашкар хулинчи Мускав кĕперне çур ĕмĕр каяллах тунă. Унтанпа вăл япăхма ĕлкĕрнĕ, каçса çӳреме хăрушă-мĕн. Çавна май ăна юсама йышăннă. Çу уйăхĕн 17–28-мĕшĕсенче тата авăн уйăхĕн 23–26-мĕшĕсенче кĕперĕн сылтăм енĕпе çӳрессине чарĕç. Анчах варринчен каçма ирĕк парĕç.

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен тытăнса çĕртмен 17-мĕшĕччен тата авăн уйăхĕн 26–29-мĕшĕсенче кĕпер юсакансем варринче йĕрсене юсĕç, çавна май кĕперĕн айккинчи енĕпе машинăсен кайма юрĕ.

Юсав ĕçне «Мостотрест» акционерсен обществин Шупашкарти «Мостоотряд-41» фирмине шаннă. Кĕперçĕсен тĕп тĕллевĕ — кĕперĕн япăхнă «çĕввисене» юсасси. Çав «çĕвĕсене» маларах та юсакаланă-мĕн-ха, анчах вĕсен çăрисем тахçанах тутăхнă, асфальтобетон тытăнса тăмасть. 2008 çултанпа йывăр тиевлĕ машинăсене ун урлă каçарма чарнă. «Халĕ эпир пĕр фура та иртмессине асăрхаттаратпăр», — тенĕ филиалăн директорĕн пĕтĕмĕшле ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Павел Мальченко.

46 çул каялла эксплуатацие панă кĕпере тăтăшах юсаса тăраççĕ пулин те тĕплĕ юсав кирлĕ. Çитес виçĕ çуллăха кулленхи юсавпа çырлахĕç.

Галина Никитина 



"Чаваш халах сайче"
19 мая 2014
19:25
Поделиться