Шлагбаум лартнă. Анчах пуриншĕн те мар
ÇУЛСЕРЕНЕХ çурхи шыв-шур тирпейленсе пĕтиччен республикăра тиевлĕ е тиевсĕр пысăк транспортсене пурте усă куракан автоçулсемпе çỹреме чараççĕ. Анчах та шлагбаум кашни транспортшăнах та мар. Сăмахран, инçетри регионсене тавар турттаракансене, халăха илсе çỹрекен автобуссене, апат-çимĕç, утă-улăм, эмел, çунтармалли-сĕрмелли материал, вăрлăх, удобрени, почта турттараканнисене талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ятарлă маршрутпа тухма чару çук.
Çавăн пекех çанталăка пула сиксе тухнă инкеке пĕтерме васкакан, авари вырăнĕсенче юсама кирлĕ пулакан техникăна та чармаççĕ. Ыттисен вара апрелĕн 30-мĕшĕччен çул çинчи çирĕп йĕркене пăхăнасах пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)