Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

"Хыпарсем"

Республикăра çул урлă каçакан çынсене çапса кайнă тĕслĕхсен шучĕ чакнă пулин те, лару-тăру çав-çавах çивĕч. Кăçал çул çинчи аварисенче  45 çын пурнăçĕ татăлнă. Пăтăрмаха лекнĕ кашни виççĕмĕш çынна çул урлă каçмалли вырăнта çапса кайнă. Çак çивĕч ыйту пурне те пăшăрхантарать. Водительсем çынсене хисеплеменни куç кĕрет, унсăр пуçне çуран çÿрекенсем те çул çинчи правилăсене пăхăнмаççĕ, ăçта кирлĕ унта çул урлă чупса каçаççĕ. Çавна май тăтăшах инкек сиксе тухать. Çавăн пекех çул-йĕр паллисем çителĕксĕр пулнăран е вĕсене тĕрĕс мар вырнаçтарнăран та кĕтменлĕх сиксе тухма пултрать. Паян çак ыйтăва Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура сÿтсе яврĕç. Шалти ĕçсен министерствин республикăри Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов синкер кăтартусен шутне чакарас тĕллевпе муниципалитетсен мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине палăртрĕ. Çул çинчи аварисен шучĕ уйрăмах Элĕк районĕнче питĕ пысăк. Элĕк район администрацииĕн пуçлăхĕ Александр Куликов палăртнă тăрăх, муниципалитетра çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем çителĕксĕр. «Çул çинчи лару-тăрăва çăмăллатас тесе çынсем йышлă çÿренĕ вырăнсенче тимĕр карта тытма тăрăшмалла»,_ палăртрĕ Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.

 



"Чаваш Ен"
27 марта 2014
11:54
Поделиться
;