Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Хыпарсем

Çывăх вăхăтра тĕп хуламăрта машинăсем капланса ларнă тĕслĕхсем сахалланĕç. Кăçал Шупашкарти Сăкăт кĕперĕ айĕнчи çула сарма тытăнаççĕ. Ăна хута яма Богдан Хмельницкипе Фучик урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта вырнаçнă юхăнма пуçланă çуртсене пăсма тивет, çуртра  пурăнакансене вара çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтереççĕ. Çавна май, тĕп хуламăрти икĕ çивĕч ыйту татăлать _ юхăнма пуçланă çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ тата унсăр пуçне, хулăмăрăн урамĕсенче машинăсем те капланса лармĕç. «Строительство ĕçĕсене 2015-мĕш çулхи июнь уйăхĕччен вĕçлеме тĕллев лартнă», _ пĕлтерчĕ «СУОР» строительство организацийĕн ертÿçи Владимир Ермолаев Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев министерство ертÿçисемпе Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне тата подряд организацийĕн ертÿçине Сăкăт кĕперĕ айĕнчи çула пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Юхăнма пуçланă миçе çурт пăсмаллине тепĕр хут шутласа пăхма хушрĕ.



"Чаваш Ен"
13 февраля 2014
13:02
Поделиться
;