Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Хыпарсем

Хыпарсем

Çул-йĕр предприятийĕсем хĕллехи тапхăра хатĕр! Республикăри çулсене  хĕллехи тапхăрта  6 подряд организацийĕ пăхса тăрĕ. Пуринчен ытла ĕç «Чувашавтодор» предприятии çинее тиенĕ, вĕсен 1240 çухрăм çула пăхса тăмалла. Тата тепĕр 5 предприяти хăйсен тăрăхĕнчи çулсене юртан тасатса тăрĕ. Çак хыпарпа паян Транспорт Министерствин Коллегийĕн анлă ларăвĕнче паллаштарчĕç.  Ларура Иван Моторин премьер-министр хĕллехи çут çанталăк пăтăрмахĕсем вăхăтĕнче аптраса лармалла ан пултăр тесен, халех тĕплĕ хатĕрленмеллине каларĕ. Транспорт министрĕ Михаил Янковский ведомствăн 9 уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Кăçалхи çул республикăра çул-йĕр сарас, юсас тата тирпейлесе тăрас ĕçсене туса ирттерме 2 миллиард та 735 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 31 процент нумайрах! Вĕсенчен 1 миллиард та 798 миллион тенкине усă курнă та ĕнтĕ, - пĕлтерчĕ транспорт министрĕ Михаил Янковский. Районсене илес пулсан, юсав ĕçĕсене туса ирттерме уйăрнă укçапа пурте тухăçлă усă курман. Палăртнă ĕçсене Улатăр, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче туллин пурнăçланă.   Канаш, Красноармейски, Куславкка, Вăрмар тата Тăвай районĕсенче вара пачах урăхла лару-тăру – кунта  плана 50 процента яхăн  кăна пурнăçланă иккен.



"Чаваш Ен"
21 ноября 2013
18:35
Поделиться
;