Хыпарсем
«Çулĕ такăр пултăр»,_ терĕç паян тĕп хуламăрти База проездĕнчи çула уçнă май. Çĕнĕ асфальт çул яка, сарлака. Подряд организацийĕ те ĕçсене палăртнă вăхăтра пурнăçланă. Унччен кунта машинăсем тăтăшах капланса ларнă, водительсене палăртнă вырăна çитме чылай вăхăт кирлĕ пулнă. Асфальт çулăн пĕр пайне çуллах юсаса пĕтернĕ, паян вара ытти ĕçсене вĕçленĕ май, çула савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ĕçсене тĕплĕ пурнăçланă тесе палăртрĕ. База проездĕнчи çула хута яма çăмăл пулман. Киввине сÿтсе çĕнĕрен сарма тивнĕ. Çул айĕпе шывпа газ пăрăхĕсем выртнăран вĕсене те тĕпрен улăштармалла пулнă . «Çĕнĕ техникăпа ĕçленĕрен мĕн палăртнине вăхăтра пурнăçлама пултартăмăр. Çакă çул пахалăхне те лайăх витĕм кÿчĕ»,_ пĕлтерчĕ «Чувашавтодор» пĕрлешĕвĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Виктор Разумов.