Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Хыпарсем

Хыпарсем

Эпир пурте кулленех обществăлла транспортпа усă куратпăр. Пирĕн пурнăçпа сывлăхшăн водительсем явап тытаççĕ. Çавăнпа та вĕсен ăсталăхĕ иккĕленÿсĕр пулмалла. Транспорт Министерстви çак кану кунĕсенче Канаш хулинче автобуссене ăста çÿретес енĕпе ăмăрту ирттерчĕ. Тупăшу Çул-йĕр ĕçченĕсен Кунĕпе килĕшÿллĕ иртнĕ май, водительсене те пĕртен-пĕр номинацире хакларĕç. «Чи лайăх водитель» ята Канашри пассажирпа автотранспорт предприяти водителĕ Максим Столбов çĕнсе илчĕ. 2-мĕш вырăнта «Автодор» предприяти водителĕ Юрий Федоров, 3-мĕшне вара «АвтоВАС» пĕрлешÿре вăй хуракан Алексей Осташков йышăнчĕ. «Чылай çул  руль умĕнче пулсан та, çул çинче пурпĕрех асăрханса çÿремелле», - тет Алексей Осташков. Водительсене хавхалантарма тата Уяв ячĕпе саламлама ăмăртăва Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата Транспорт министрĕ Михаил Янковский çитрĕç. «Эсир кулленех туса пыракан ĕçĕр кашни çынна пырса тивет, çавăнпа та унăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк, - палăртрĕ уяв саламĕнче Иван Моторин. «Обществăлла транспорт паркĕ тулса, çулсерен çĕнелсе пырать. Çынсен хăрушсăрлăхĕ тĕп вырăнта тăрать пирĕншĕн, çавăнпа та водительсен ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулмалла», - палăртрĕ тарнспорт министрĕ Михаил Янковский.



"Чаваш Ен"
28 октября 2013
21:34
Поделиться
;