Хыпарсем
Хĕллехи тапхăр хăрушлăх кăларса ан тăраттăр тесен, сивĕ кунсене тĕплĕ хатĕрленмелле. Çак шухăша тĕпе хурса транспорт министерстви Республикăри çулсене хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшать. Паянхи куна çул-йĕре тасатса тăракан техникăран чылайăшĕ ĕçе тухма хатĕр. Çавăн пекех шуçлак çулсене сапма хăйăр та, тăвар та çителĕклĕ хатĕрленĕ. «Пурĕ кăçал çулсене тытса тăма çул-йĕр фондĕнче 2 миллиард çурă тенкĕ ытла пăхса хунă»,- пĕлтерчĕ транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов Республика Пуçлăхĕ эрне пуçламăшĕнче ирттернĕ ларура. Хĕлле çулсене тасатса тăма уйăрнă укçана муниципалитетсене куçарса параççĕ, районсем вара - ял тăрăхĕсене. Çавăнпа та урамсене хĕлĕпе еплерех организаци тирпейлесе тăрасси ял тăрăхĕн йышăнăвĕнчен килет. Анчах та юлашки вăхăтра çак ĕçе пур çĕрте те тивĕçлĕ пурнăçламаççĕ. «Ял тăрăхĕ е укçана урăх çĕре ярать, е яваплă ĕçе киревсĕр подряд организацине шанса парать. Çавăнпа та аукционсене ял тăрăхĕсен мар, район администрацийĕсен ирттермелле»,- палăртрĕ Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.