Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Хыпарсем 11.09.13

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян Мускав облаçĕнчи Щербинск хулинче иртекен  пĕтĕм тĕнчери чукун çул техникипе  технологисен 4-мĕш салонĕнче чи паха та хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан çĕнĕ йышши хатĕрсемпе паллашнă. Çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ «Чукун çул техникине кăларакансен» пĕрлешĕвĕпе виçĕ çуллăха тунă килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Ун çине пĕрлешĕвĕн президенчĕ Валентин Гапанович тата Михаил Игнатьев алă пуснă. Икĕ ен пысăк хăвăртлăхлă магистрале çĕкленĕ çĕрте пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме, çак ĕçе  Шупашкарти предприятисене явăçтарма калаçса татăлнă.  «Чукун çул техникине кăларакан» пĕрлешÿпе Шупашкарти «Элара» завод  та килĕшÿ çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, пысăк хăвăртлăхлă магистраль пирĕн республикăра çĕкленни çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет, предприятисенче тăрăшакансен шалăвне ÿстерме май парать. Çавăнпа та предприятисем хăйсен ĕç-хĕлне еплерех йĕркелессине паянах палăртмалла. Çакна та  каласа хăвармалла пирĕн  республикăри предприятисем юлашки  3 çулта Раççей чукун çулĕсене валл 50 миллиард ытларах тенкĕлĕх  продукци туса кăларса тивĕçтернĕ.



"Чаваш Ен"
12 сентября 2013
10:41
Поделиться
;