Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Шупашкартан Питĕре – самолетпа

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнчен тытăнса Шупашкарти аэропортран Санкт-Петербург хулине самолет вĕçме пуçлать.

«Питĕр-Шупашкар-Питĕр» авиарейс эрнере виçĕ хутчен пулĕ. Вĕçев 2 сехете тăсăлĕ. Канадăра туса кăларнă Bombardier CRI-100Ÿ200 самолета 50 пассажир вырнаçать. Авиамаршрута юпа уйăхĕн 26-мĕшĕччен йĕркелеме палăртнă. Билетсене пур авиакассăра та туянма, унсăр пуçне www.rusline.aero сайтра йышăнса хума май пур.

И.ИЛЬИНА.



22 июля 2013
17:13
Поделиться
;