Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Хыпарсем 02.07.2013

Шупашкар хулин 550-мĕш çавра çулне тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине республикăра туллин ирттерме тĕллевлеççĕ. Çак уявсен ячĕпе пирĕн республикăна çĕр-шыв Правительстви  25 миллиард тенкĕлĕх парнепе савăнтарма хатĕр. Çак укçана медицина учрежденийĕсемпе  пĕлÿ çурчĕсене, пултарулăх çурчĕсемпе культура несĕл-палăкĕсене, спорт учрежденийĕсене тĕпрен юсама, çул-йĕре юсаса йĕркене кĕртме, кĕперсем хăпартма ярĕç, Атăл кÿлемĕшĕпе Хĕрлĕ лапама пысăк улшăнусем кĕртĕç. Çак ĕç-пуçа туса ирттересси пирки тăратнă заявкăна Правительствăра ырланă. Унта мĕн пурĕ – 37 объект кĕнĕ. Анчах та вĕсен пурин те кирлĕ документаци хатĕр мар иккен. Нумайăшĕ проектпа смета документацине хатĕрлеме пуçламан та, - паллаштарчĕ Лару-тăрупа республикăн экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Владимир Аврелькин Уявсене ирттерес ыйтупа ĕçлекен ушкăнăн черетлĕ ларăвĕнче. Атăл çыранĕсене çирĕплетес, Атăл кÿлемĕшне  тирпейлес, инженери сечĕсене юсаса çĕнетес, Хĕрлĕ лапама çĕнĕ сăн-сăпат кĕртес ыйту чăнах та çăмăл мар. Проект хатĕрлес ĕç-пуç чылай вăхăт йышăнать - каласа пачĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков. Правительство Председательне Иван Моторина кунашкал лару-тăру тĕлĕнтерчĕ.  «Заявкăна тăратнă пулсан, çанă тавăрса ĕçлемелле, проектсене йĕркене кĕртмелле. Ĕçе вăраха ярсан, ĕлкĕрейместпĕр», - кăмăлсăрланчĕ Министерствăсен ĕçсĕрлĕхĕпе  Иван Моторин. Ларура   заявкăна тăратнă проектсен документацине хатĕрлесе çитерме, çывăх вăхăтра çанă тавăрса ĕçлеме тĕллев лартнă.



"Чаваш Ен"
02 июля 2013
18:13
Поделиться
;