Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

«Чувашавтодор» куравра

Чăваш Енри çул-йĕрĕн аталанăвĕпе куравра туллин паллашма пулать. «Чăвашавтодор» çулсерен кунта хăйĕн экспозицине кăларать. Саманапа тан аталанакан предприяти йывăр та яваплă проектсене çăмăллăнах пурнăçа кĕртет. Ку вăл компани ятарлă техникăна çĕнетсе тăнипе те çыхăннă. Вăтам ĕç укçине малашне тата ÿстерме палăртнă — вăл 23 пин тенкĕрен иртмелле. Çавăнпа унта вăй хуракансем çĕнĕ çул-йĕре, кĕперсене хывассинчен пуçласа, вĕсене юсас, тирпейлĕхре тытас ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Чăвашавтодор пăхакан автоçулсем икĕ пин çурă çухрăмран иртеççĕ. Пĕлтĕр 33 километр çула иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ, 50 килметр çул лаптăкне юсанă.



"Чаваш Ен"
22 июня 2013
09:53
Поделиться
;