Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Хыпарсем 13.06.13

Хыпарсем 13.06.13

Шупашкарта «ăслă чарăну вырăнĕсене» вырнаçтарма тытăнчĕç. Ятарлă электронлă хÿме информаципе тивĕçтерет, транспорт хăçан килесси пирки тÿрех пĕлме пулать çак табло çинче. Хальлĕхе Шупашкарта çакнашкал ăслă чарăну вырăнĕсем 4. Вĕсене «Николаев космонавт урамĕ», «Республика тÿремĕ», «Дзержински урамĕ» тата «Суту-илÿ çурчĕ» чарăнусенче вырнаçтарнă. Çитес эрнере тата тепĕр çакăн йышши хÿме «Çвяттуй Татиана чиркĕвĕ» чарăнура пулĕ. Электронлă табло ГЛОНАСС тытăмĕпе тивĕçтернĕ транспорта тĕрĕслесе тăрать, çавăнпа хăш троллейбус хăш вăхăтра çитессе çийĕнчех пĕлтерет.



"Чаваш Ен"
13 июня 2013
21:15
Поделиться
;