Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Хыпарсем 24.05.13

Çĕрпÿ районĕнчи «Звездный» ача-пăча лагерьне илсе
çитерекен çул юрăхсăра тухнă. Çулсерен Çавал шывĕ çырантан тухса сарăлнипе çак
çул юхăнса çитнĕ. Çĕрпÿ район администраци пуçлăхĕ Сергей Артамонов çак çивĕч ыйтупа
Министрсен Кабинетне çыру тăратнă. Ăна Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн
министерствин Коллегийĕн ларăвĕнче сÿтсе яврĕç. «Çул япăххи лагерь ĕç-хĕлĕшĕн
пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, - тет Сергей Артамонов. Проектпа смета
хучĕсене хатĕрлесе çитернĕ пулсан, ку ĕçе çывăх вăхăтра пуçăнмалла, ачасене
хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине шута илмелле, - палăртрĕ Транспорт министрĕ Михаил
Янковский. Çавăн пекех, Улатăр тăрăхĕнчи Бездна юхан шывĕ пирки те лару-тăру
йывăр. Район администраци пуçлăхĕ Николай Романов пулăшу пама ыйтать. «Хамăр
кăна вăй çитерейместпĕр, çырансене çирĕплетмесен, çитес çул кĕпер шыва каять»,
- тет вăл. Хальлĕхе хутсем хатĕрлемен-ха Улатăрсем. Чрезвычайлă лару-тăру
министерствин ĕçченĕсем те çак икĕ район йейĕве пула çулсерен шар курнине палăртать.
Транспорт министрĕ Михаил Янковский лару-тăрăва çитес вăхăтра татса парас
тĕлĕшпе кирлĕ хутсене хатĕрлеме сĕнчĕ, укçа-тенкĕпе пулăшма шантарчĕ. Ларура,
тĕпрен илсен, туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç.
Унсăр пуçне, çурхи йĕйÿ çулсене еплерех витĕм кÿнине тата обществăлла
транспортпа çÿремелли электронлă картăсем пурнăçа еплерех кĕнине сÿтсе яврĕç.



"Чаваш Ен"
26 мая 2013
01:42
Поделиться
;