Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Хыпарсем

Республикăра транспорт картипе усă куракансен шучĕ ÿсни сисĕнет. Январьте электронлă енчĕкпе 322 çын кăна усă курнă пулсан, халĕ вĕсен шучĕ - 624. Обществăлла транспортра çак картăпа тÿлеме пĕр тенкĕ йÿнĕрех.  Троллейбуспа çÿренишĕн 13 тенкĕ, автобуспа 15 тенкĕ. Электронлă енчĕк çине терминал урлă укçа хума пулать, унсăр пуçне,  специалистсемпе çыхăнма та пулать. Хальлĕхе Шупашкарта  транспорт картине тултармалли 28 пункт уçнă, Çĕнĕ Шупашкарта- 6, Çĕмĕрлере-3. Электронлă картăпа 3 çул усă курма пулать, ăна тÿлевсĕрех параççĕ, анчах та ăна илнĕ чухне 100 тенкĕ тÿлеме тивет.

 



"Чаваш Ен"
18 марта 2013
00:00
Поделиться
;