Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Хыпарсем 14.03.13

Республикăри çул-йĕр Европа шайне хăçан çитет-ши; Çак ыйту водительсене кăна мар, транспорт министерствинче ĕçлекенсене те кăсăклантарать. Шăпах çакнашкал  çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç паян Транспорт Министерствин Коллегийĕн ларăвĕнче. Пĕлтĕрхи май уйăхĕнче кăна туса хунă пулсан та, çĕнĕ министерство халех çак тапхăрти ĕç-хĕле пĕтĕмлетет.   Пĕтĕмĕшле илес пулсан, республикăра автотранспорт тата шыв-шур транспорчĕ аван аталанать. Пĕлтĕр мĕн пур транспорта Глонасс тытăмĕн хатĕрĕсемпе тивĕçтерес ĕçе тимлĕх уйăрнă. Çитес вăхăтра çак хатĕрсене йĕркелесе тăракан Информаципе навигации центрĕ уçăлĕ , - пĕлтерчĕ транспорт министрĕ çумĕ Владимир Степанов. Чукун çул тата авиатранспорт ĕç-хĕлĕ çав тери тăкаклă пурнăçланать. Юхан шыв порчĕ Пысăк тиевсене турттарса тупăш туса илет пулин те, ку çителĕксĕртерех. Чукун çул транспочĕ те хăйне тÿрре кăлармасть иккен. Çавна май, тăкаксене саплаштарас тĕллевпе çĕнĕ меслетсем шутласа тупма тăрăшаççĕ. Ларура уйрăмах çул сарас тата тĕпрен юсас ыйтăва тимлĕх уйăрчĕç. Юлашки 7 çулта автомобильсен шучĕ 34 процент ÿснĕ. Паянхи куна илсен, республикăн çулĕсем тăрăх 234 пин ытла машина чупать. Çавăнпа та çул-йĕр пахалăхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçлеме тивет. Пĕлтĕр тата кăçалхи çур çуллăха республикăри çулсене сарма тата тĕпрен юсама 2 миллиард та 92 миллион тенкĕ  уйăрнă, - каласа пачĕ министерствăн çул-йĕр аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Станислав Чижов. «Дорисс» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Игорь Рощин пĕрмай юсаса çĕнетес вырăнне паха çулсем сарма сĕнет. Министерство ирттерекен аукционсенче чылай чухне юсав ĕçĕсене йÿнĕ хакпа ирттерме явапсăр компанисем пуçăнаççĕ. Вĕсен ĕç пахалăхĕ çулталăкранах харама каять, - палăртать Игорь Рощин.

 



"Чаваш Ен"
14 марта 2013
00:00
Поделиться
;