Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Рейдсем ирттерчĕç

Районти ГИБДД сотрудникĕсем декабрĕн 6—15-мĕшĕсенче «Автобус» операци ирттерчĕç. Çак тапхăрта йĕркене пăснă 13 тĕслĕх тупса Административлă кодексăн 12.6 (хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманшăн),12.9 (хăвăртлăха çирĕплетнинчен ÿстернĕшĕн), 12.16 (çул-йĕр çинчи паллăсене пăхăнманшăн), 12.20 (фарăсене çутманшăн) статйисемпе килĕшÿллĕн протоколсем çырса явап тыттарчĕç. Çавăн пекех вунă кунлăх вăхăтĕнче — декабрĕн 13—16-мĕшĕсенче — «Ÿсĕр водитель» операци те йĕркелерĕç. Унта Раççейри Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн тĕрлĕ службисенче тимлекенсем те хутшăнчĕç. Сăмахран, кашни кун вĕсемпе участокри уполномоченнăйсем рейдра пулчĕç. Районти ирĕклĕ халăх дружининчисем те (12-ĕн) ГИБДД ĕçченĕсемпе операцие хутшăнчĕç. Январь — декабрь уйăхĕсенче районти ГИБДД ĕçченĕсем пурĕ 5892 протокол çырнă, 277 çынна руль умне ÿсĕр ларнăшăн явап тыттарнă. Тăватă кунта руль умне ÿсĕрле ларнă 4 водитель çине протокол çырнă, вĕсене пăхса тухма Комсомольскинчи 1-мĕш №-лĕ суд участокĕн судйине ярса панă.



"Каçал Ен"
19 декабря 2012
00:00
Поделиться
;