Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Ачасем кÿрекен савăнăç хуйха ан çаврăнтăр

Раççейре «Автокресло - ачасене» социаллă кампани пырать. Ăна РФ ШĔМĕн Патшалăх автоинспекцийĕ пуçарнă, Автостраховщиксен союзĕ тата «Хăрушлăхсăр çул çÿрев» общество организацийĕ хутшăнаççĕ. Çак акципе килĕшÿллĕн иртнĕ эрнере ЧР ШĔМĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕнче тивĕçлĕ тытăмсен представителĕсем журналистсемпе курнăçрĕç.

Статистика шелсĕр Кăçалхи 9 уйăхра Раççейре ачасем автоаварисене лекнĕ тĕслĕхсен шучĕ 5, 4% пысăкланнă. Пĕтĕмпе 749 ача пурнăçĕ татăлнă, 17, 2 пин ытла ача суранланнă. Вилнисен шутĕнчи 252 ача çуран пулнă, 400-шĕ - транспорт хатĕрĕсен пассажирĕсем.

Чăваш Ене илес тĕк - 16 çул тултарман ачасем инкеке лекнĕ тĕслĕхсен шучĕ кунта та ÿссе пырать. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта çавнашкал 216 авари пулнă, кăçал - 236. Вилнисен шучĕ те пысăкрах: иртнĕ çул 6 ача пурнăçĕ татăлнă /229 суранланнă/, 8-ăн вилнĕ /262 аманнă/. Тишкерÿ кăтартнă тăрăх - ачасем ытларах эрне кун тата шăмат кун инкеке лекеççĕ. Талăк вăхăтне илес тĕк - 15-рен пуçласа 18 сехетчен пулнă инкексен шучĕ пысăк.

110 тĕслĕхре ачасем транспорт хатĕрĕн пассажирĕ пулнă май инкек тÿснĕ. Çав шутра шар курнă 48 ача /вĕсенчен 4-шĕ вилнĕ/ транспортпа çула тухнă май ятарлă креслăра пулман е хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнман. 8 тĕслĕхре пĕчĕкскерсене амăшĕсем алă çинче тытса пынă, аварие лекнĕ май алăра пулнă 2 ача пурнăçĕ татăлнă.

Саккун çемçе

ПАИ управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Романов иккĕленмест: ачасене автомобильпе ятарлă хатĕрсемпе усă курса илсе çÿременшĕн штраф виçи ытла та пĕчĕк - 500 тенкĕ кăна. Çийĕнчен саккунсенче чылай çитменлĕх пур. Калăпăр, такси компанийĕсене лицензи панă чух вĕсен ачасене илсе çÿремелли креслăсем пурри-çуккипе никам та интересленмест. Çавна май Шупашкарта, сăмахран, таксистсен çав креслăсем çук. ПАИ влаçсен ячĕпе тивĕçлĕ ыйтупа тухнă, анчах лав вырăнтах-ха. Хальлĕхе вара тĕл пулăва хутшăннисем çакăн пек сĕнÿ пачĕç: таксин ачасене илсе çÿремелли ятарлă кресло çук тăк - унашкал транспортпа усă курмалла мар. Пĕри те тепри хирĕçленĕ май таксистсем хăйсен тупăшне çухатнине туйса илсен, тен, ĕç-пуç лайăхланĕ, креслăсем туянĕç.

Çакă пăшăрхантарать: Раççейре машинăллă ашшĕ-амăшĕн 32 проценчĕн асăннă йышши креслăсем çук, вĕсене туянасшăн та мар. Çакна чылайăшĕ вĕсем хаклă тесе сăлтавлать. Йÿнĕ мар ĕнтĕ, анчах штраф виçи 500 тенкĕ пулнине шута илсен - ăна темиçе хут тÿличчен креслăшăн тăкакланни вырăнлăрах. Тепĕр енчен, Владимир Геннадьевич палăртнă тăрăх, çав хатĕрсем пĕр хут усă курмаллискерсем мар вĕт - ача çитĕнсен ăна пĕчĕк ачаллă тăвансене пама пулать. Лайăх парне пулĕ.

Инспектор хăçан макăрать?

Ачасем инкеке лекнĕ тĕслĕхсем вара чăннипех питĕ хăрушă. Автоинспекторсем унашкал авари пулнă вырăнсене те каясшăнах мар иккен - чуна ытла та йывăр-çке. Вĕсем çеç те мар. МЧСăн республикăри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Ерофеев та хăйĕн сотрудникĕсем пирки çаплах калать: «Çын вилĕмне курма яланах çăмăл мар, анчах ача вилĕмĕ - икĕ хут йывăртарах».

ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов ачасен хăрушсăрлăхĕ чи малтанах ашшĕ-амăшĕн, аслисен тимлĕхĕнчен килнине палăртрĕ. Шел те, пĕчĕк ачине юраман çĕрте çул урлă илсе каçакан та, йĕркене пăснипе çыхăннă ытти тĕслĕх те пайтах. Влаçсем пĕчĕкскерсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе пултарнă таран мерăсем йышăнма тăрăшаççĕ. 2 çул хушшинче 2002-2003 çулсенче кăларнă автобуссене, хăрушсăрлăхăн паянхи нормисене тивĕçтерменскерсене, улăштарма май килнĕ. Тĕллев - 2004-2006 çулсенче туса кăларнисене çĕннисемпе улăштарасси. Ытти мера та йышăнаççĕ. Ачасене лартса çÿремелли креслăсем тĕлĕшпе, паллах, ашшĕ-амăшĕн, водительсен яваплăха туймалла.

В.Романов çакна та палăртрĕ: хулари пĕр-пĕр шкул патне ирхине инспекторсене тăратас тăк - ачисене машинăпа шкула леçекенсен пысăк пайĕн, пĕр 70 проценчĕн, креслăсем çуккине палăртасси куç кĕрет. Çăмăлттайлăх мĕн патне илсе пынине Шупашкарти ачасен больницин хирургĕ Ашот Хачатрян лайăх пĕлет. Вăл каланă тăрăх - физиологи уйрăмлăхĕсене кура аварисенчи сурансен сиенĕ ачасемшĕн пушшех йывăр, нумайăшĕ инвалид пулса юлать. Вĕсене реабилитацилесси чылай кăткăсрах.

Шухăшласа пăхма: транспорт хатĕрĕн сехетри хăвăртлăхĕ 50 километрпа танлашнă май тăруках тормоз педалĕ çине пусма тивсен е мĕн çине те пулин пырса çапăннă май тăруках чарăнсан пассажир йывăрăшĕ 30 хут ытла ÿсет. Акă мĕншĕн ачана алă çинче тытса пыни уйрăмах хăрушă. 10 килограмм таяканскер 300 килограма çаврăнать вĕт - ниепле те тытса чараймăн: е малти ларкăч çине çапăнать, е малти чÿречечрен вĕçсе тухать. Çавăнпах 12 çул тултарманнисене ятарлă креслăсемпе илсе çÿремелле. Ачан йывăрăш-çÿллĕш тĕлĕшпе те нормăсем пур: 150 сантиметртан пĕчĕкрех, 36 килограмран çăмăлрах пулсан ятарлă хатĕрсем кирлĕ.

Вĕсем пулăшнине ĕнентерекен тĕслĕхсем пайтах. В.Романов Патăрьел районĕнче пулнă инкеке аса илчĕ. Аслашшĕпе асламăшĕ 5 тата 11 çулсенчи икĕ мăнукне машинăна лартса уява кайма тухнă. Инкеке, вĕсене хирĕç ÿсĕр водитель ларса тухнă автомобиль килнĕ. Çапăннă май ватăсем иккĕшĕ те вилнĕ, машина тĕппипех арканнă, хыçалти ларкăч çинчи креслăсене вырнаçтарнă ачасем вара чĕрĕ-сывă юлнă. Тепĕр тĕслĕхре хĕрарăм ачипе çула тухнă. Шел, хăй хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнман, аварие лекнĕ май вилмеллех суранланнă. Ачи йĕркеллех. Машина çаврăнса ÿкнĕ май вăл креслăра кутăн çакăннă, анчах суранланман.

Китайран кÿнисем шанчăксăр

Анчах кресло туянтăм та - пăшăрханма кирлĕ мар тени те вырăнсăр иккен. Ăна та суйлама пĕлмелле. Нумай продукцие Китайран кÿреççĕ - вĕсем шанчăксăр. Чăнах та, йÿнĕрех, анчах ку тĕслĕхре йÿнни чăннипех вырăнсăр. 3 пин тенкĕрен йÿнĕрех тĕк - иккĕленÿ çуратмалла. Европăран кÿрекеннисене те шанса пĕтерме йывăр.

Çав вăхăтрах креслăсене Чăваш Енрех кăлараççĕ - çакна журналистсенчен нумайăшĕ пĕлмен те. Реклама пуласран сыхланса компани ятне асăнмăпăр, анчах Раççейри автобуссемпе троллейбуссен çуррин ларкăчĕсем, тĕлĕнмелле те, шăпах вăл туса кăларнисем иккен. Унтах ачасене лартса çÿремелли креслăсем те туса кăлараççĕ. «Эпир Европăра кăларнă креслăна никĕс вырăнне илтĕмĕр, вăрах ĕçлесе хамăрăнне, Раççейĕнне, тума пултартăмăр, - терĕ компани ертÿçи. - Нумай ĕçлеме тиврĕ, Европа çĕр-шывĕсенче туса кăларнисем пире туллин тивĕçтермеççĕ, мĕншĕн тесен Раççейре ачасем Европăринчен пысăкрах, çийĕнчен пирĕн çанталăк сивĕ пулнă май ачасене ăшă тумлантаратпăр та - çавăнпа уйрăм кресло хатĕрлеме тиврĕ».

Çак креслăна ятарлă автополигонра сăнав ирттерсе тĕрĕсленĕ - туллин тивĕçтерет, шанчăклă. Çав вăхăтрах хайхи автополигонра Китайран кÿнĕ тĕслĕхсене те тĕрĕсленĕ - краш-тест витĕр пĕри те тухайман. Европăран кÿнисем те сăнава тÿсеймен. Çакна компани ертÿçи ансат ăнлантарчĕ: çав çĕр-шыв бренчĕсемпе Китай продукцинех сутаççĕ. Апла тăк çыннăн шанчăклă кресло суйласа илес тесен мĕне тĕпе хумалла-ха?

Креслăна сăрнă пусма пахалăхĕнченех нумай килет. Ачасем валли пахалăхсăр пусмапа усă курмаççĕ. Кăшкарĕ çирĕп мар, алăпа тытсанах авăнать тĕк - унашкаллине туянни вырăнсăр. Çирĕп кăшкар пулмалла. Компани ертÿçи тепĕр саманта та палăртрĕ: кресло кăшкарĕ шурă пластмассăран пулмалла - ку çак пластмассăпа пирвайхи хут усă курнине çирĕплетет. Иккĕмĕш хут усă кураканнин çирĕплĕхĕ вара 30 процент таранах чакать-мĕн, çавна май унашкалли шанчăксăр. Чылай производитель хăй хаклăха чакарас тĕллевпе шăпах «иккĕмĕшшипе» /кивĕ савăт-сапана, ытти япалана ирĕлтерсе тунă «çĕнĕ» пластмасса - вăл хура тĕслĕ/ усă курать.

Журналистсенчен пĕри хăйĕн 4 çулти ачине креслăпа мар, адаптерпа усă курса машинăпа илсе çÿрени çинчен каларĕ - çакă шанчăклă-и? Хурав уçăмлă пулчĕ: çапла туса эсир çул çÿрев правилисене пăсатăр, мĕншĕн тесен пĕчĕк ачана илсе çÿренĕ чух унашкал хатĕрпе усă курма юрамасть - вăл хăрушсăрлăха тивĕçтермест. Авари пулас тăк ача пуçĕпе çапăнма е шуса анса пиçиххипе пăвăнма пултарать. Пĕр сăмахпа, креслăран лайăххи çук.

Пĕлме

Авари вăхăтĕнче автокреслăна лартса шанчăклă çыхнă ача вилмеллех суранланас хăрушлăх 2, 5-3 хут чакать.

Ахаль хăрушсăрлăх пиçиххи пирки калас тăк - вăл 12 çултан кĕçĕнрех ачасене пулăшмасть, пачах тепĕр майлă - авари вăхăтĕнче тата пысăкрах сиен кÿме пултарать.

Ятарлă ыйтăм кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - ашшĕ-амăшĕн 22 проценчĕ транспорт хатĕрĕпе ачасене илсе çÿремелли ятарлă хатĕрсем усăллă тесе шухăшламасть. Ашшĕ-амăшĕн 16 проценчĕ ачасене алă çинче илсе çÿрени чи шанчăклă мел тесе хуравланă.

Автокресло туяннă чух краш-тестсен кăтартăвĕсене шута илĕр. Çак хатĕр çинче Европăн хăрушсăрлăх стандартне тивĕçтерекен маркировка пулмалла - ECE R44/03 е ECE R44/04. Сертификат пулмалла.

Ача креслине вырнаçтармалли чи шанчăкли, хăрушсăрри - автомобилĕн хыçалти ларкăчĕ çинчи варринчи вырăн. Чи хăрушши - пассажирăн малти ларкăчĕ. Унта креслăна урăхла май çук пулсан кăна вырнаçтармалла, кун пек чух хăрушсăрлăх «минтерне» «сÿнтермелле».



"Хыпар"
06 декабря 2012
00:00
Поделиться