Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем работников дорожного хозяйства

Чăваш Республикин çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 

 

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Эсир çулсемпе кĕперсем проектлатăр тата тăватăр, вĕсене кирек мĕнле çанталăкра та тивĕçлĕ шайра тытса тăратăр. Сирĕн ĕçĕр пахалăхĕнчен вуншар пин водительпе пассажирăн, çуран çÿрекенĕн кулленхи, кашни сехетри хăрушсăрлăхĕ кăна мар, вĕсен кăмăл-туйăмĕ мĕнлерех пуласси те килет.

Чăваш Ен тытса тăракан нумай юплĕ çул-йĕр инфратытăмĕн тăршшĕ 6205 çухрăмпа танлашать, çав шута çавăн пекех 324 кĕперпе çул урлă хывнă кĕпер кĕрет. Хытă сийлĕ автоçулсен йышлăлăхĕпе пирĕн республика Раççей Федерацийĕнче 4-мĕш вырăнта тăрать, юпленекен çул-йĕр тытăмĕ пурри унăн социаллă пурнăçĕпе экономики аталанăвĕшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин Çул-йĕр фондне туса хунăранпа çул-йĕр валли уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ икĕ хут пысăкланнă, 2012 çулта ку хисеп – 2 миллиард тенке яхăн. 2013 çулхи бюджет проектĕнче ăна тата 22,5 процент ÿстерме палăртнă.

Чăваш Ен витĕр иртекен федераци çул-йĕр тытăмĕ те анлăланать. Ăна юсаса çĕнетме, юсама тата тытса тăма кăçал федераци бюджетĕнчен 5,86 миллиард тенкĕ уйăрма палăртса хăварнă. Çитес çулсенче трассăсене автомашинăсем вĕсем тăрăх икĕ ярăмпа çÿремелле тума, халăх пурăнакан вырăнсенчи çулсене çутăпа туллин тивĕçтерме тĕллев лартнă.

Уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшне ÿстерни çĕнĕ çулсем тăвас, хула округĕсенчи çуртсен картишĕсене тирпей-илем кĕртес тата вĕсен патне пыма çулсем хывас, техникăна çĕнетес, çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстерес ыйтусене комплекслăн татса пама май парать. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсем пурте тĕп тĕллеве – республика çулĕсем çинчи çул çÿрев хăтлăхне тата хăрушсăрлăхне ÿстерессине – пурнăçлама пулăшаççĕ.

Халиччен те чылай ĕç тунă, çапах та пирĕн сирĕнпе тата нумай тумалла. Пысăк шайри ăсталăх, çĕнĕ технологисене ăнăçлăн алла илни тата пултаруллă пулни Чăваш Ен çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсене палăртнă плансене пурнăçа кĕртме пулăшасса шанса тăратăп.

Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, Чăваш Ен тата унта пурăнакан кашни çын ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçĕрте çитĕнÿсем сунатăп!

 

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                              М.Игнатьев

  

Уважаемые работники и  ветераны дорожного хозяйства Чувашской Республики!

 

 

Сердечно поздравляю вас с профессиональным праздником!

Вы проектируете и строите дороги и мосты, при любой погоде обеспечиваете их надлежащее содержание. От качества вашей работы ежедневно, ежечасно зависят не только безопасность, но и настроение десятков тысяч водителей, пассажиров, пешеходов.   

Чувашия обладает разветвленной дорожной инфраструктурой протяженностью 6205 км, в которую входят также 324 моста и путепровода. По плотности автомобильных дорог с твердым покрытием наша республика занимает4-е место в Российской Федерации, и наличие разветвленной дорожной сети имеет большое значение для ее социально-экономического развития. С созданием Дорожного фонда Чувашской Республики объем финансирования этого направления увеличился в два раза, составив в 2012 году порядка 2 млрд рублей. В проекте бюджета на 2013 год эта сумма будет увеличена еще на 22,5 процента.

Расширяется и сеть федеральных дорог, проходящих по Чувашии. На их реконструкцию, ремонт и содержание в текущем году из федерального бюджета предусмотрено 5,86 млрд рублей. В среднесрочной перспективе трассы будут иметь 2-полосную систему движения автомобилей, населенные пункты получат стопроцентно освещенные дороги.

Увеличение объема ассигнований позволяет решать комплексные задачи по строительству новых дорог, благоустройству дворов в городских округах и подъездных путей к ним, модернизации техники, увеличению заработной платы работников дорожного хозяйства. В совокупности все эти меры способствуют достижению главной цели – повышению комфорта и безопасности движения на дорогах нашей республики.

Сделано много, но вместе нам предстоит сделать еще больше. Уверен, что высокий профессионализм, освоение новых технологий, стремление к созиданию помогут работникам дорожного хозяйства Чувашии в осуществлении намеченных планов.  

От всей души желаю  вам крепкого здоровья, благополучия, счастья и дальнейших успехов в работе на благо Чувашии и каждого ее жителя!

 

 

Глава Чувашской Республики                                                                     М.Игнатьев 




19 октября 2012
00:00
Поделиться