Министерство транспорта и дорожного хозяйства Чувашской Республики

«Чун кĕвви» Шупашкара çитрĕ

Чăваш Ен мăнаçлăхĕпе, илемĕпе малашне ытти регионта пурăнакансем те туллин киленме пултарĕç. Пирĕн республикăра туристсене кăсăклантармалли, кăтартмалли вырăнсем пайтах. Хамăрăн Атте Атăл мĕне тарать. Ун кĕмĕл тĕкĕре çийĕн Чаваш Ене виççĕмĕш «Валдай» карап килсе çитрĕ. Валдай. Чулхула облаçĕнче вырнаçнă çак хулана халăхра «чун кĕвви» тесе палăртнă. Шăпах çав тăрăхра шыв айĕнче çунат сарса çӳрекен карапсене пурнăç параççĕ те. Тултан та шалтан хăтлă транспорта пĕр харăс 45 çын вырнаçать. Чулхулари конструкторсем шухăшласа кăларса пурнăçа кĕртнĕ, сехетне 65 çухрăм хăвартлăхпа вĕçтерекен кимĕпе çуллахи шăрăх кун çул çӳреве тухма уйрăмах кăмăллă. Анлă Атăл илемĕпе киленсе Тутарстанан тĕп хулинче çеç мар, Сĕнтĕрвăррипе Куславкка хулисенче те чарăнаççĕ. Пуласлăхра вара Чулхулана та çул хывасшăн. Малашне çак транспортпа туристсене илĕртме хатĕрленĕ «Пăлхар унки» – проектра та усă курас шухăш пур. Чăваш Ене хальхи вăхăт тĕлне виçĕ «Валдай» килсе çитнĕ. Пĕрремĕшне Алексей Крылов карапçăна, иккĕмĕшне – СССР министрне Александр Ежевские, виççĕмĕшне парашют спортчĕн тĕнче чемпионне Мая Костинăна халалланă. Çак кунсенче «Валдай» карапсене хĕле кĕртеççĕ. Вĕсем вăхăтлăха Çĕнĕ Шупашкарти портра канăç тупĕç



НТРК "Чувашия"
15 октября 2021
09:06
Поделиться